Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тюбингпа ярӑнма аслисем те, ачасем те çав тери юратаççӗ

Çунапа танлаштарсан ватрушкӑ хӑвӑртлӑха хӑвӑрт аталантарма пултарать. Ӑна тытса чарма питӗ йывӑр, тормоз хатӗрӗпе те тивӗçтермеççӗ вӗсене. Апла пулсан канакансен вӗрсе хӑпартнӑ çунапа ярӑннӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисем пирки манмалла мар.

Çавӑнпа тюбингпа ятарласа хатӗрленӗ вырӑнта çеç ярӑнма юрать. Хатӗрлемен вырӑнтан ярӑнса анас пулсан малтан çула пӑхса тухмалла. Вӗрсе хӑпартнӑ çунашкапа хӑйӑр е вак чул çинче ярӑнма юрамасть.

Ытти ярӑнакансем çине тимлӗх уйӑрма ан манӑр. Анма пуçлас умӗн сирӗн умӑрта ярӑнакансенчен, уйрӑмах ачасенчен, никам та çуккине курса ӗненӗр. Тюбинг айккипе вырнаçнӑ ятарлӑ чӗн пиçиххинчен тытма ан манӑр.

Вӗрсе хӑпартнӑ çунапа иккӗн е харӑсах темиçен ярӑнма та хӑрушӑ. Çав вӑхӑтрах аслисем çак йӗркене час-часах пӑсаççӗ — хӑйсен ачисемпе пӗрле тюбинг çине лараççӗ.

Ватрушкӑна сивӗре вӗрсе хӑпартрӑр пулсан, ӑна ӑшӑ пӳлӗме е автомашина салонне хурсан сывлӑша кӑштах камерӑран кӑларма сӗнеççӗ, ӑшӑра сывлӑш сарӑлнипе камера çурӑлма пултарать.

Пӗр-пӗринпе тюбингсене çирӗплетме юрамасть, вӗсем çаврӑнса ӳкме пултараççӗ. Вӗрсе хӑпартнӑ çунашкана транспорт хатӗрӗсем çумне те ан çыхӑр.

Хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнса тата пурне те шута илсе кӑна тӗрлӗ инкекрен сыхланма пулать.
Асӑрхануллӑ пулӑр! Хӑвӑра упрӑр!

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность