Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗр-çӗнӗ çул

Тӗлӗнмелле хитре тавралăх! Шап-шурă юр йăл-йăл çиçет. Вӗр-çӗнӗ çул — чăн-чăн асамлăх! Пире саламласа вӗçет.

Кун-çул пуçламăшӗ — çӗн вăхăт,
Хуçа пулса киле кӗрет.
Пӗлменлӗхпе тулли пуласлăх
Кăштах пире шиклентерет.

Кӗтрет кӳрсе ем-ешӗл чăрăш
Хăналанать кил-çуртсенче.
Хаваслă халăх! Кӗвӗ-ташă...
Уяв юрри юрлать тӗнче.

Умра вара выртать Çулталăк.
Хăватлă тытăм! Çул йӗрки.
Эс, Çӗнӗ çул, чун савăнмалăх,
Чи лайăх пурнăç илсе кил.

Кив çул, сыв пул, пире ан асăн.
Пур начарри, юл хыçала.
Вӗр-çӗнӗ çул, аван-и, курăн!
Пӗр çул пулатпăр санпала!
Галина КӖМӖЛ.

Çӗнӗ çул!

Илемлетрӗ хулана, уй-хире те вăрмана
Шурă юр, шурă юр, шурă юр.
Шак шаккарӗ кантăкран, 
кӗме хатӗр алăкран
Çӗнӗ çул, Çӗнӗ çул, Çӗнӗ çул!

Хытă, харăс чӗннипе, хӗрлӗ, 
пысăк миххипе
Хӗл Мучи ак кӗрет, ак кӗрет.
Тараватлă пулнипе, хăйӗн ырă аллипе
Парнесем валеçет, валеçет!

Чун пуласшăн халапра — чи юратнă уявра
Çӗнӗрен, çӗнӗрен, çӗнӗрен.
Пушатар-ха куркине, 
саламлар-ха пӗр-пӗрне
Ыр сунса чӗререн, чӗререн!

Çӗнӗ çулăн çутисем, питӗ капăр ёлкисем
Уява йыхăраç, йыхăраç.
Тăрăр вăйă картине, ташлăр, 
юрлăр юррине;
Ăсатар-ха киввине, саламлар-ха çӗннине,
Тусăмсем, туслăрах, туслăрах!

Хӗл уявӗ килет çывхарса

Çутăсем çутатса, чӗрене пăлхатса,
Хӗл уявӗ килет çывхарса.
Эрехпе алхасса, çылăха парăнса
Намăса та, Турра та манса;
Уява пухăнса, типӗрен пăрăнса,
Савăнатпăр, ташлатпăр кунта.
Украина çӗрне çапăçма кайнисем
Аманаççӗ, вилеççӗ унта...
Вăрçă пынă чухне кӗллине тумалла
Салтаксемшӗн, çӗршывшăн, туссем;
Кӗллине тумалла, пулăшу памалла...
Сайрарах пулмалла уявсем

Андриян ГРИГОРЬЕВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Новый год