Пӗрлехи патшалăх экзаменне парас текенсенчен заявлени йышăнаççӗ
Кăçал пӗрлехи патшалăх экзаменне парас текенсенчен заявленисем йышăнас тапхăр пырать. Кăçал шкул пӗтерекенсем ăна хăйсем вӗренекен вӗрентӳ учрежденине параççӗ, çемье вӗрентӗвӗн формипе пӗлӳ илекенсем — хуть хăш шкула, иртнӗ çул шкул пӗтернисемпе колледжсенче вӗренекенсем — хăйсем пурăнакан вырăнти вӗрентӳ уйрăмне.