Çӗршыв малашлăхӗ пиртен кашнинчен килет
Тӗп суйлав комиссийӗн йышăнăвӗпе РФ Президенчӗн суйлавӗ кăçал мартăн 15, 16, 17-мӗшӗсенче иртет.
Кăçал пирӗн кашнин чи пӗлтерӗшлӗ утăм туса Раççей Федерацийӗн Президенчӗн 8-мӗш суйлавне хутшăнмалла. Çитес 5 çул çӗршыва кам ертсе пырасси, Раççей малалла мӗнле çулпа аталанасси, унăн малашлăхӗ пиртен кашнинчен килет. Çавăнпа çӗршывшăн çăмăл мар вăхăтра иртекен çитес суйлава каймасан та юрать тени пулмалла мар. Кашни çын тивӗçлӗ пӗтӗмлетӳсем туса хăйӗн гражданла тивӗçне пурнăçламалла.
МИÇЕ КАНДИДАТ?
Тӗп суйлав комиссине пурӗ 15 кандидат документсем тăратнă. Вӗсенчен 4-шӗ регистраци иртеймен. 11 кадидатăн, çав шутра Раççейӗн хальхи Президенчӗн В. В. Путинăн, докуменчӗсене йышăннă. Суйлава В. В. Путин самовыдвиженец пек хутшăнать. Хальлӗхе суйлава виçӗ кандидата Владислав Даванкова («Новые люди» партирен), Леонид Слуцкие (ЛДПР) тата Николай Харитонова (КПРФ) хутшăнма ирӗк панă.
СĂНАВÇĂСЕМ
ТР Обществăлла палати суйлав вăхăтӗнче республикăри коммерцилле мар 13 организаципе çыхăну йӗркелесси пирки килӗшӗве çак кунсенче Хусанта алă пуснă. Тӗллевӗ — суйлава тӗрӗс, ирӗклӗ тата тӳрӗ кăмăлпа ирттересси. Урăхла каласан, вӗсем суйлав участокӗсенче сăнавçăсем пулаççӗ. Асăннă обществăлла организацисен представителӗсем январь уйăхӗн вӗçӗнче профильлӗ вӗренӗве пуçлаççӗ. Вӗсене унта суйлав участокӗсенчи ӗçӗн хăйне евӗрлӗхӗ, пулакан тӗрлӗ лару-тăрăва е ыйтăва мӗнле татса памаллине ăнлантараççӗ. Килӗшӳ тăрăх, асăннă сăнавçăсем кăçалхи темиçе суйлав кампанийӗнче ӗçлӗç.
М.ШАЙМИЕВ В.ПУТИНĂН ШАННĂ ÇЫННИ
ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев РФ Президенчӗн çитес суйлавӗнче республикăра В. Путинăн шаннă çынни. Кун çинчен вăл регионти суйлав штабӗнче пуçару ушкăнӗпе тӗл пулсан пӗлтернӗ. «Çӗршыв интересӗсем енчен пăхас пулсан, В.Путинран лайăхрах кандидатура тупма çук», — тесе палăртнă вăл.
Расим БАКСИКОВ: «САЛТАКСЕМ ПУТИНА ШАНАÇÇӖ»
Раççей Геройӗ Расим Баксиков та регионти суйлав комиссийӗн штабӗнче пуçару ушкăнӗпе тӗл пулсан хăй шухăшне пӗлтернӗ: « Федераци шайӗнчи урăх кандидатурăна курмастăп, манпа Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех килӗшеççӗ. Хам Приморьере службăра тăнипе калатăп çакна. Владимир Валадимирович майлисем нумай унта. Çар çыннисене илес пулсан, вӗсем Владимир Владимировича шанаççӗ, вӗсемшӗн вăл — эталон. Пӗрремӗшӗнчен, Çар Вăйӗсен Главнокомандующийӗ, иккӗмӗшӗнчен, çав тери вăйлă лидер», — тенӗ вăл. Раççей Геройӗ çаплах тутарстансем тӗрлӗ проектсене пула хăйсен ӗмӗтне пурнăçлама, хăйсем шутланă пек пурăнма майсем панăшăн республика ертӳçисене тав тунă. (В.Гаврилов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев