Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрлехи патшалăх экзаменне парас текенсенчен заявлени йышăнаççӗ

Кăçал пӗрлехи патшалăх экзаменне парас текенсенчен заявленисем йышăнас тапхăр пырать. Кăçал шкул пӗтерекенсем ăна хăйсем вӗренекен вӗрентӳ учрежденине параççӗ, çемье вӗрентӗвӗн формипе пӗлӳ илекенсем — хуть хăш шкула, иртнӗ çул шкул пӗтернисемпе колледжсенче вӗренекенсем — хăйсем пурăнакан вырăнти вӗрентӳ уйрăмне.

Заявленире ППЭне хутшăнас текенӗн хăйӗн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, хăçан çуралнине, паспорт серийӗпе номерне, мӗнле предмета суйланине тата экзамен хăш кун иртнине çырмалла. 


Пӗрлехи патшалăх экзаменне срокченхи тапхăрта мартăн 22-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 19-мӗшӗччен, тӗп тапхăрта майăн 23-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 1-мӗшӗччен пама пулать. 


Заявлени формине Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнче «Пӗтӗмӗшле вӗрентӳ» текен пайра тупма пулать.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев