Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра 4620 çынна сăвăс ларнă
Асăннă цифра пӗчӗк мар пулсан та, хăрамалли хальлӗхе çук. Мӗншӗн тесен юлашки çулсен вăтам кăтартăвӗнчен иртмен. Лару-тăру ытларах пысăк хуласемпе вӗсен çывăхӗнчи районсенче япăхрах. Хусанта, тӗслӗхрен, сăвăс ларнипе больницăсене 1003 çын пулăшу ыйтса килнӗ. Çырчаллинче — 646, Анат Камăра — 456, Элметре — 442. Тен, ял çыннин пур-çукшăнах больницăна чупас йăли çуккипе те çыхăннă пуль-ха ку.