Завод планран юлмасть
Çӗнӗ хыпарсем

Завод планран юлмасть

Хусанти С.П.Горбунов ячӗллӗ авиаци завочӗн 2024 çулхи ӗç программинче икӗ Ту – 214 самолет кăларасси. Пӗрне йăлт çӗнӗрен пуçтарасси, теприне – тӗпрен юсаса çӗнетесси.

2025 çулăн планӗпе – 4, 2026 çулта 7 самолет кăлармалла, çапла пӗлтерет РБК Татарстан сайт «Ростех» патшалăх корпорацийӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса.

Паянхи кун тӗлне завод срокран юлмасăр ӗçлет. Пайӗсене хамăрта кăларнисемпе ылмаштарса юсанă Ту-214 самолета июнӗн 14-мӗшӗнче вӗçтерсе  пăхнă. Ку самолета малашне те ылмаштарнă хамăр детальсем мӗнле ӗçленине тӗрӗслеме усă курасшăн.


общество

Нет комментариев