Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра 4620 çынна сăвăс ларнă

Асăннă цифра пӗчӗк мар пулсан та, хăрамалли хальлӗхе çук. Мӗншӗн тесен юлашки çулсен вăтам кăтартăвӗнчен иртмен. Лару-тăру ытларах пысăк хуласемпе вӗсен çывăхӗнчи районсенче япăхрах. Хусанта, тӗслӗхрен, сăвăс ларнипе больницăсене 1003 çын пулăшу ыйтса килнӗ. Çырчаллинче — 646, Анат Камăра — 456, Элметре — 442. Тен, ял çыннин пур-çукшăнах больницăна чупас йăли çуккипе те çыхăннă пуль-ха ку.

Специалистсем çынсем çинчен илнӗ 1881 сăвăса тӗрӗсленӗ те вӗсенчен 338-шӗс боррелиоз, 3-шӗ энцефалит чирне яракан инфекциллӗ пулнине асăрханă.

Çавăнпа ӳт çине ларнă кашни сăвăс сисчӗвлентермелле. Май пур таран хăвăртрах кăларса вăл ларнă вырăна йодпа е спиртпа дезинфекцилемеллине, сăвăса банкăна хупса лабораторие тӗрӗслеме памаллине асăрхаттараççӗ тухтăрсем.

Сăвăса кăлармалли алă айӗнчи чи меллӗ хатӗр вăл — хыпчăк (пинцет), вăл çук пулсан шпулькка çиппи те юрать.  Сăвăса ӳт çывăхнех тытса 360 градус чухлех хăй тавра çавăрмалла та çӳлелле çӗклесе кăлармалла. Мӗн чухлӗ хăвăртрах сăвăса кăларатăр, çавăн чухлӗ сахларах инфекци юна лекет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество