«Таткрафтăн» 5-мӗш конкурсӗ пырать
БРИКС çӗршывӗсен организацийӗн председателӗ кăçал Раççей пулнăран тӗрлӗ шайри мероприяти нумай иртрӗ. Ытларахăшӗ Хусанта. Хутшăнусем тӗрлӗ сферăра пулсан та тӗллевӗ пӗр — пӗр-пӗринпе лайăхрах паллашса кашни еншӗн усăллă çыхăнусем йӗркелесси. «Миллиард Татар» интернет-портал Майнкрафт виртуаллă вăйăсен тӗнчинче паллă архитектруа çурчӗсем тăвассипе «Таткрафт» пиллӗкмӗш конкурсне çак темăна халалласа «Тутарстан БРИКС хулисене тăвать» ят панă. Тӗллевӗ –тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи виртуаллă строителӗсене пухса пӗрле паллă çуртсем тăвасси кăна мар, БРИКС çӗршывӗсен историпе культура еткерлӗхне сарасси те.