Ятарлă çар операцине хутшăнакансен килӗсене Раççей ялавӗпе палăртма йышăннă
Акцие Раççей ялавӗн кунӗ тӗлне Анат Кама хулинче иртереççӗ.
СВО-на хутшăнакансен подъезчӗсен умне е балконӗ çине Раççей триколорне вырнаçтарма шутланă. Акцие пуçраса яракансенчен пӗри — Патшалăх Думин депутачӗ Айдар Метшин.
Шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ ялав пӗрлӗхлӗ, вӑйлӑ та хӑватлӑ патшалӑхӑн, пирӗн çӗнтерӳсемпе çитӗнӳсен символӗ пулса тӑчӗ. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакансем фашизмпа кӗрешнӗ мӑн аслашшӗсемпе кукашшӗсене асӑнса, ирӗке кӑларнӑ территорисенче Раççей триколорне вырнаçтараççӗ.
Анат Кама хулинчен ятарлă çар операцине 140 çын хутшăнать. Раççей ялавӗсене вĕсем пропискăпа тăнă çĕре вырнаçтарӗç. Ялавсен августăн 22-мӗш хыççăн та пирӗн тăнăçлăха сыхлакан паттăрсен çинчен аса илтерсе тăрӗç.
Кама позывнойлă отпуска килнӗ боец та акци патриотла тата питӗ кирлине палăртнă.
«Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ятӗнчен тав тăватăп, пире манманни питӗ кирлӗ», — каланă вăл.
Акцие СВО-на хутшăнакансен тăванӗсем те хаваспах йышăннă.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев