Рустам Минниханов: Раççей ялавӗн кунӗ çӗнӗ çитӗнӳсемпе çӗнтерӳсем тума хавхалантарать
Августăн 22-мӗшӗнче эпир Раççей Федерацийӗн Ялавӗн кунне анлăн паллă тăватпăр. Пӗрремӗш хут уява, РСФСР Аслă Канашӗ шурă-хӗрлӗ-кăвак тӗслӗ ялава патшалăх ялавӗ тесе çирӗплетсен, 1994 çулхи августăн 22-мӗшӗнче ирттернӗ.