Илнур Яруллин волонтер-ентешӗн «Сватово» документлă фильмӗ тухрӗ
Кашни уйăхра СВОри салтаксене гуманитари пулăшăвӗ пухса леçекен Илнур Гумерович Яруллин пурнăçӗ татăлнă салтак-ентешсен блиндажсенче юлнă çар билечӗсемпе жетонӗсене амăшӗ-амăшӗсене СВОран кӳрсе парать. Ентеш-салтаксем, фронтри пурнăç çинчен документлă фильм ӳкерет.
Нумай пулмасть телефон шăнкăравларӗ те трубкăран: «Ирина, эпӗ-ха ку, Николай Козинăн амăшӗ Людмила, – илтӗнсе кайрӗ палланă сасă. – Эпир паян Илнур Гумерович патӗнче, СВОран Николайăн çар билечӗпе жетонне илсе килнӗ...» – СВОра пуç хунă Кӳлпуç (Кайпăç районӗ) каччин амăшӗ чӗрене çывăх хыпара хумханса пӗлтерме васкать иккен. Çар билечӗпе жетонне алăра тытни калама çук пысăк пӗлтерӗшлӗ-çке атте-аннешӗн, мӗншӗн тесен документ кăна мар вӗсемшӗн, тӗпренчӗкӗпе çыхăнтаракан юлашки çутă пайăрки. Çапла паллашрăмăр эпир Арск районӗн волонтерӗпе Илнур Гумерович Яруллинпа.
ТНВ телекăларăм скриншочӗ:
(Малаллине «Сувар» хаçатăн ыран тухакан (33-мӗш) номерӗнче вулăр)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев