Чӗрери сурана сипленипе танах
Районти Çар ветеранӗсен канашӗ (ертӳçи Виктор Петухов) йăлана кӗнӗ çак акцие кăçал та ирттерчӗ. Шучӗпе 5-мӗш пулчӗ вăл. Урăхла каласан, пиллӗкмӗш çул Афган, Чечня, пӗлтӗртен тата СВОра пуç хунă салтаксен амăшӗсене кӗркунне килӗрен çӳресе тырă, çăнăх е ыттипе пулăшма тăрăшаççӗ вӗсем.