Шкулсемпе ача сачӗсен грант илме май пур
2024 çулта Тутарстанри шкулсемпе ача сачӗсем 500 пине яхăн грант илме пултараççӗ. Укçана тăван чӗлхене, культурăна тата йăла-йӗркене сыхласа хăварма пулăшакан проектсене пурнăçа кӗртме параççӗ. Постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.