Тутарстан наци проекчӗсене пурнăçа кӗртессипе лидерсен шутӗнче
Тутарстан Республики наци проекчӗсене пурнăçа кӗртессипе лидерсен шутӗнче пулнине Регионсен аталанăвӗпе Правительство комиссийӗн президиумӗн ларăвӗнче Раççей вице-премьерӗ Марат Хуснуллин каласа хăварнă.
Лидерсен хушшинче Тутарстансăр пуçне Воронеж, Кострома, Курск, Мускав, Чул Хула, Оренбург облаçӗсем тата Адыгея, Пушкăртсан, Кабардино-Балкари, Çурçӗр Осети-Алани, Чечня тата Чăваш Ен республикисем пулнине пӗлтерет Раççей Правительствин пресс-служби.
Лару вăхăтӗнче кăçал «Жилье и городская среда» тата «Безопасные качественные дороги» наци проекчӗсем вӗçленнине, вӗсен вырăнне «Инфраструктура для жизни» çӗнӗ наци проекчӗ хатӗррине тата çул вӗçлениччен ума лартнă тӗллевсене пӗтӗмпех пурнăçламаллине те каласа хăварнă Марат Хуснуллин.
«Çулталăк вӗçлениччен виçӗ уйăх юлчӗ. Çак тапхăрта шăпах объектсен тӗп объемне хута яраççӗ, çавăнпа регионти командăсене ӗç хăвăртлăхне ӳстерсе планласа хунă проектпа задачăсене пурнăçа кӗртме ыйтатăп», – палăртса хăварнă РФ вице-премьерӗ.
Наци проечӗсене 2019 çулта Раççей Президенчӗ Владимир Путин пуçарса янă. Çӗнӗ проектсене патшалăх бюджетӗнчен 5,7 триллион укçа уйăрнă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев