Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсемпе ача сачӗсен грант илме май пур

2024 çулта Тутарстанри шкулсемпе ача сачӗсем 500 пине яхăн грант илме пултараççӗ. Укçана тăван чӗлхене, культурăна тата йăла-йӗркене сыхласа хăварма пулăшакан проектсене пурнăçа кӗртме параççӗ. Постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.

Документпа килӗшӳллӗн укçа пӗр хут тӳленет. Пурӗ 100 грант пама йышăннă, вӗсене шкулсемпе ача сачӗсем хăйсен хушшинче  çурмалла пайлӗç.

Гранта илес текенсем ТР Вӗрентӳпе наука министерствин суйлавне иртмелле. Шкулсене ача шучӗпе 4 группа пайлаççӗ. 10 çӗнтерӳçӗне 100 ача вӗренекен, 15-шне – 500 ача,  18-шне – 1000 ача, 7-шне – 1000 ытларах ача вӗренекен шкулсен хушшинче палăртаççӗ. Ача сачӗсен хушшинче 10 гранта 50 ачаран сахалтарах, 20 гранта  — 200 ачаран сахалтарах тата 20 гранта  — 200 ачаран ытларах учрежденисене параççӗ.

Заявкăсене тăван чӗлхене вӗренме туса панă майсем, тăван чӗлхене вӗренессине, вӗренӳ заведенийӗ 30% ытла вӗренекен хутшӑннипе пурнӑçланӑ проектсен шучӗпе; проектсен формисемпе жанрӗсен шайӗпе тата тӗрлӗ енлӗхӗпе, вӗсен илӗртӳлӗхӗпе тата республикăри ытти организацисенче сармалли май пуррипе пăхса хаклӗç. Проектсен актуаллăхӗпе пӗлтерӗшлӗхне те шута илӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование