Тӗп сăнарсем çамрăксемшӗн тӗслӗх
Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекине чăваш çыравçисем, литераторсемпе критиксем, журналистсем, ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемпе офицерсем, волонтерсем, вулавăш ӗçченӗсем, Чăваш наци конгресӗпе Вăрмар округӗн ентешлӗхӗн пайташӗсем, Ара Мишшин пултарулăхне кăмăллакансем пухăнчӗç. Кунта Ара Мишши (Михаил Краснов) çыравçăн «Зов души» кӗнекине (вырăсла пичетленнӗ) хăтларӗç. Раççей Писательсен союзӗн правленийӗ сӗннипе кӗнекене кӗсьене чиксе çӳреме меллӗ виçепе, çемçе хуплашкапа кăларнă. «Тăван Атăл» журналта, «Сувар» хаçатра чăвашла пичетленчӗ. Хайлава автор, тӗпрен илсен, ятарлă çар операцине халӗ хутшăнакан салтаксене, маларах унта хутшăннă ветерансене, хальхи вăхăтра çамрăксен пурнăç шăпи епле аталанса пыни çинчен вулама юратакансене халалланă.