Акăшсене хӗлле пулăшмалла-и?
Çанталăк сивӗтнӗ вăхăтра ТР Биоресурссен патшалăх комитетне республикăри кӳлӗсенче акăшсене курни çинчен хыпарсем килсех тăнипе ведомствăн пресс-служби кайӑк-кӗшӗкшӗн хумханакансене кун пек чухне мӗн тумаллине ăнлантарса панă.
Мӗншӗн акăшсем вӗçсе кайман?
Çулсерен хӗлле ăшăрах пулса пынăçем шыв-шурсем йăлтах шăнмаççӗ. Акăшсем хăйсем валли хӗл тăршшӗпех апат тупма пултараççӗ, çынсем те вӗсене çитерсех тăраççӗ. Вӗçӗн кайăксем хула çыннисенчен хăрама пăрахаççӗ.
Вӗсем шăнаççӗ-и?
Организмра хӗлле валли çу пухăннăран вӗçен кайăксем сивве лайăх чăтса ирттереççӗ, шывра та шăнмаççӗ. Энергие сыхласа хăварас тата ăшша тытса тăрас тӗллевпе вӗсем çыран хӗрринчен инçерех, кӳлӗ варринерех вырнаçса канма лараççӗ.
Акăшсене пулăшу кирлине ăçтан пӗлмелле?
Вӗçен кайăк аманнине курсан е унăн тӗкӗсем пăр çумне шăнса ларнă пулсан вӗсене пулăшу кирлӗ. Ытти чухне вӗсене тытмалла мар.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев