Ноябрьте республикăра пушарсен шучӗ тăрук ӳснӗ
Çанталăк сивӗтнӗ май пушар тухас хăрушлăх тата ӳсет, яланхи сăлтавсен çумне хутса ăшăтмалли оборудованисен юсавсăрлăхӗ е тӗрӗс мар усă курни, электропралуксем нагрузкăна чăтайманни хушăнать. Ноябрь уйăхӗ пуçланнăранпа республикăра пушарсен, вӗсенче вилекенсен шучӗ тăрук ӳснӗ-мӗн. Ноябрӗн пӗрремӗшӗнченпе пурӗ 287 пушар пулнă пирӗн, вӗсенче 15 çыннăн ӗмӗрӗ вăхăтсăр татăлнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 35 процент ытларах ку, чи хăрушши – пӗлтӗрхинчен 5 çын ытларах вилни. Кӗркунне–хӗлле пушарсенче çынсем вилеслӗхне чакарас шутпа мӗнле профилактика мерисем ирттерессипе паян, ноябрӗн 28-мӗшӗнче, «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР МЧС подполковникӗ Айрат Садыков паллаштарчӗ.