Футбола болельщик картти пулмасан кӗртмеççӗ
Тутарстансенчен 55 пин çын болельщик карттине илнӗ. Паян çак карттăсăр футбол матчӗсене кайса курма çук. Ку йӗрке 2023 çулхи январӗн 12-мӗшӗнчен улшăнчӗ. Раççей Премьер-лигин Мир матчӗсене кайса курас тесен болельщикăн электронлă картти пулмалла.
Паян çак карттăсăр футбол матчӗсене кайса курма çук. Ку йӗрке 2023 çулхи январӗн 12-мӗшӗнчен улшăнчӗ. Раççей Премьер-лигин Мир матчӗсене кайса курас тесен болельщикăн электронлă картти пулмалла. «Рубин» ФК матчӗсене тăтăш çӳрекенсене ăна мӗнле илмеллине аса илтерсе хыпар лартнă хăйӗн сайтӗнче ТР Спорт министерстви.
«Рубин» футбол клубӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тăрăх, паяна 54 783 çын карттăллă пулнă.
«Спорт юратакансен футбол патне интерес пысăк. Çавăнпа кунта мӗнпурне шута илсе болельщиксене чи малтан хăрушсăрлăхпа тивӗçтермелле. «Рубин» ФК эпир карттăсене регистрацилессине 55 пине çитертӗмӗр. Ку çав тери сумлă цифра. Сервис граждансен кашни категорийӗшӗн меллӗ пултăр тесе ку ӗçе малалла та илсе пырăпăр», – тенӗ спорт министрӗ Владимир Леонов.
Болельщик картти – цифра сервисӗ. Унсăрăн матчсене билет илме те, абонемент туянма та пулмасть.
Асăннă карттăна кашни çын валли уйрăммăн йӗркелемелле, çав шутра 14 çул тултарман ачасем валли те. Стадиона лекме билетпа абонементсăр пуçне уникаллă куар код кирлӗ пулать. Ăна Патшалăх услугисен приложенийӗнче е сайтӗнче илмелле. Стадиона кӗнӗ чух ăна телефон экранӗнче кăтартмалла е пичетлесе кăлармалла.
Чи анлă сарăлнă мел – РФ Патшалăх услугисен поталӗнче заявлени парасси. Кнта документа кам валли илнине – хăвăр е ачăр валли, палăртмалла. Унтан харпăр даннăйсене, çыхăну мелӗсене кăтартса сăнӳкерчӗк уçласа лартмалла. Электронлă почтăра МФЦăна килме янă уведомление пăхмалла, нумай функциллӗ центрта ку чăн та хăвăр пулнине çирӗплетмешкӗн. Хăвăрпа паспорт, ача валли ун çуралнă хучӗ пулмалла. Ача хăй пымасса та пултарать.
Тепӗр мел – карттăна МФЦăра йӗркелесси. Кунта сире центр сотрудникӗсем пулăшаççӗ. Матч кунӗнче МФЦ точкисем стадионра та ӗçлеççӗ. Çумра паспорт, çуралнă хут пулсан хăвăрт туса параççӗ.
МФЦăна каяс теменнисем ăна 10 çуллăха илнӗ çӗнӗ йышши биометрилле ют çӗршыв паспорчӗпе тата Пӗрлехи биометри системинчен илнӗ биометрипе илееççӗ. Вара карттăна NFC-модуллӗ Android-смартфон урлă «Госуслуги. Карта болельщика» тата «Госуслуги Биометрия» приложенисене кӗрсе йӗркелемелле. Патшалăх услугисенчи Харпăр кабинетра болельщик карттипе илнӗ билета тепӗр çынна унăн карттин тата телефонӗн номерӗсене, электрон почтине кăтартса пама пулать.
Раççей Премьер-лигин Мир матчӗ çитес çул март уйăхӗнче пулмалал. Вăл «Ак Барс Арена» стадионра иртӗ. Хуса «Рубинӗ» Мускав «Спартакӗпе» тӗл пулать.
Сăнӳкерчӗк https://minsport.tatarstan.ru сайтран тата «Сувар» редакцийӗн архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев