Ноябрьте республикăра пушарсен шучӗ тăрук ӳснӗ
Çанталăк сивӗтнӗ май пушар тухас хăрушлăх тата ӳсет, яланхи сăлтавсен çумне хутса ăшăтмалли оборудованисен юсавсăрлăхӗ е тӗрӗс мар усă курни, электропралуксем нагрузкăна чăтайманни хушăнать. Ноябрь уйăхӗ пуçланнăранпа республикăра пушарсен, вӗсенче вилекенсен шучӗ тăрук ӳснӗ-мӗн. Ноябрӗн пӗрремӗшӗнченпе пурӗ 287 пушар пулнă пирӗн, вӗсенче 15 çыннăн ӗмӗрӗ вăхăтсăр татăлнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 35 процент ытларах ку, чи хăрушши – пӗлтӗрхинчен 5 çын ытларах вилни. Кӗркунне–хӗлле пушарсенче çынсем вилеслӗхне чакарас шутпа мӗнле профилактика мерисем ирттерессипе паян, ноябрӗн 28-мӗшӗнче, «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР МЧС подполковникӗ Айрат Садыков паллаштарчӗ.
Инкексем пӗлтӗрхи çак вăхăтринчен сахалрах пулсан та, ТР МЧСӗн статистики пурпӗр савăнтармасть. Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра пурӗ 3820 пушар тухнă, вӗсенче 96 çыннăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă (2023 çулта çак вăхăт тӗне — 4476 пушар, 126 çын вилнӗ).Сахал мар вӗт. Кун пек инкексем тӗпрен илсен, пурăнмалли çуртсенче пулаççӗ. Асăннă 96 çынран 86-шӗ те акă пурăнмалли çуртсенче çунса вилнӗ. Вӗсенчен 59-шӗ ӳсӗрле вутпа асăрханманнипе. Электроприборсемпе хутса ăшăтмалли кăмакасен, газ оборудованийӗсен юсавсăрлăхӗ те нумай чухне пысăк инкек патне илсе çитерет. Çак сăлтавпах кăçал республикăра 1–16 çулсенчи виçӗ ача çунса вилнине уйрăммăн палăртрӗ Айрат Садыков.
Статистикăран курăннă тăрăх, пушарта вилнисенчен ытларахăшӗ пенси çулӗнчисем. Пушарсен, вӗсенче вилекенсен шутне чакарас тӗллевпе РФ МЧСӗн Тутарстанри тӗп управленийӗ «Жилище» профилактика операцине йӗркеленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, республикăра комплекслă мероприятисем ирттеççӗ. Çак тӗллевпе пурӗ 984 профилактика ушкăнӗ (полици сотрудникӗсем, вырăнти хăй тытăмлăх органӗсем, пушар хуралӗ тата ыттисем) йӗркеленӗ. Вӗсем килӗрен çӳресе граждансене пушар хăрушсăрлăхӗ çинчен ăнлантараççӗ, шкулсене çитсе ачасемпе калаçаççӗ.
Чи лайăх профилактика мерисенчен пӗри пушар тухассине систерекен хатӗрсем вырнаçтарнине асăнчӗ спикер. Кун пек хатӗрсем кăшт тӗтӗм тухсанах хытă сасă кăларса хуçасене систереççӗ, çывăраканнисене вăратаççӗ. Тутарстанра паянхи кун тӗлне 7 пин ытла çуртра пурӗ 16,5 пин ытла извещатель вырнаçтарнă (2016 çултанпа 438 пин ытла).
Айрат Садыков сăмахӗпе, кун пек извещательсен усси пысăк. 120 пушарта вăл систернипех 191 çынна, çав шутра 86 ачана, çăлса хăварнă. Ноябрӗн 16-мӗшӗнче Камско-Устьински районӗнче электрощит çуннипе пушар тухсан ватă мăшăр вăхăтра тухса ӗлкӗрнӗ. Вӗсене çак хатӗрпе республика программипе лартса панă пулнă иккен.
РФ Пушара хирӗç режимӗпе килӗшӳллӗн, çакнашкал хатӗрсене нумай ачаллă çемьесен, йывăр лару-тăрури çемьесен тата социаллă хăрушлăхри çынсен çурчӗсене обязательнăй йӗркепе лартмаллине аса илтерчӗ Айрат Садыков.
Тутарстанра пушарсенче çынсем вилеслӗхе чакарас шутпа муниципаллă районсен çакнашкал инкексене анализ туса профилактика мерисене ирттермеллине те каларӗ вăл. Уйрăмах нумай ачаллă çемьесене, ăнăçсăр çемьесене, пӗччен пурăнакан ватăсене тимлӗхе илмелле. Сахал тупăшлă çемьесене электропралуксене, кăмака тата газ оборудованийӗсене юсамашкăн муниципаллă йӗркеленӳсен социаллă пулăшу пама майсем тупмалла. Коммуналлă хуçалăх услугисемшӗн парăмӗ пулсан та çул çитмен ачаллă çемьесене газ, шыв, элетроэнерги чарма юраманнине çирӗппӗн аса илтерчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев