«Тӗрӗ тӗрлетпӗр çемьепе»: Пӗтӗмлетӳ
Кăçал Раççейре Çемье çулталăкӗ. Çакна халалласа 2024 çул пуçланнăранпах пур çӗрте те тӗрлӗ мероприятисем йышлă иртрӗç. «Сувар» хаçат та маттур чăваш çемйисем çинчен çырсах тăчӗ. Август – ноябрь уйăхӗсенче хаçатра «Тӗрӗ тӗрлетпӗр çемьепе» фотоконкурс ирттертӗмӗр. Ку эрнере конкурса ярса панă сăнӳкерчӗксене ятарлă комисси хакларӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ.