Ку эрнере зодиак паллисем пурте чи кăткăс ыйтусене татса пама пултараççӗ
Чи хăюллă, пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗçсене пурнăçлама хал çитерӗпӗр. Предпринимательсене çăлтăрсем асăрханма хушаççӗ – ултавçăсен аллине лекес хăрушлăх пур.
ТАКА 21.III – 20.IV
Сирӗн пысăк япала туянассинчен, ытти финанс операцийӗнчен тытăнса тăмалла. Творчество çыннисене хавхалану кӳреççӗ çăлтăрсем. Çула тухма лайăх çак кунсенче.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тикӗссӗн пырать тееймӗн эрне пирки – çăлтăрсем пӗр пулăшаççӗ сире, пӗр чăрмав кӳресшӗн. Шăпа паракан шанăçпа усă курма пӗлсен мӗн-тӗр çӗнни пурнăçăра кӗрӗ, çакăнпа пӗрлех кивви, чуна çывăххи тухса кайӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V –21.VI
Лару-тăру хăвăрт улшăннине çийӗнчех асăрхаса тӗрӗс хурав парăр. Нимӗнрен те ан хăрăр, хăюллă пулăр. Творчествăпа аппаланакансене çитӗнӳ кӗтет. Хаклă хакпа мӗн-тӗр туянни, тен, хăйне тӳрре кăларӗ.
РАК 22.VI –22.VII
Ытла лăпкă ку эрне, нимӗн те пулса иртмест. Çавăнпах шутланисене пурнăçлаймастăр та. Ытти чухнехинчен хăвăрттарах йышăну тума ӗлкӗрмелле, ӗмӗтӗре пурнăçлайманшăн пуçа усма кирлӗ мар. Шăпа ӳлӗм ырă сюрпризпа савăнтарӗ.
АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII
Эсир хăвăра вăйпитти туятăр. Кăткăс ӗçсене те çăмăллăнах пурнăçлатăр, çынсемпе туххăмрах пӗр чӗлхе тупатăр. Пӗтӗмӗшле илсен эрне ăнăçлă иртет. Канмалли кунсем çывхарнă май енчӗкӗре укçа кӗрет.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Финанс ыйтăвӗсене ăнăçлăн татса пама меллӗ вăхăт. Ӗçлӗ партнерсемпе килӗшӳ тупма тăрăшăр çак кунсенче. Халӗ эсир хăюллăнах малашлăха плансем тума пултаратăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче çемьере чашăк-кашăк шакăртатса илӗ.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Çăлтăрсем сире ку эрнере ӳт-пӗве пиçӗхтерессипе аппаланма сӗнеççӗ, уçă сывлăшра утса çӳрени те сывлăхăршăн аван пулӗ. Хуть мӗнле çӗнтерӳ те ку эрнере çухатупа юнашар пырать. Сирӗн çынсенчен çирӗп ыйтмалла мар халь.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере тахçантанпа ӗмӗтленнине пурнăçлама пулӗ. Таврари çынсем сире кирлӗ канашсем параççӗ, вӗсене тимлӗр. Пысăк укçа ӗçлесе илме те ăнăçлă вăхăт халь. Укçа перекетлесси пирки ан хумханăр – мӗн туянас тенине туянăр.
УХĂÇĂ 23.XI –21.XII
Эрнен пӗрремӗш çурринче ӗçлӗ партнерсемпе килӗшӳ тума аван. Хуть мӗнле проекта пуçăнсан та ăнăçлăн пурнăçлатăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче çывăх çыннăрсем сюрпризсемпе савăнтараççӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Пурнăçра ырă тенденцисем йышлансах пыраççӗ. Халь сирӗншӗн йăлт лайăхланса пырать: укçа-тенкӗ хушăнать, çынсемпе хутшăнусем лайăхланаççӗ. Укçа тăкаклассипе плансем тума хăнăхмалла, çапла тусан перекетлӗрех пулать.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Пӗтӗмӗшле илсен ырă тапхăр, уйрăмах предпринимательсемшӗн. Халь пулса иртекен пулăмсене, ырă кăмăллă çынсене эсир хăвăр еннелле туртатăр тейӗн, анчах хăшӗсене çывăх çыннисем улталама хăтланаççӗ. Çынсем йышлăн пухăнакан çӗре каймалла мар.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Çине тăрăр, хăвăрăн шухăшăртан ан чакăр. Çапла тусан çеç эсир çӗнтерӳçӗ пулăр. Эсир халь хавхалануллă, вăйпитти, çанă тавăрса ӗçе пикенӗр. Анчах харкам пурнăç çинчен те ан манăр. Ӗçре «çухалсан» тăванăрсем, çывăх çыннăрсем кӳренӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев