Паян сивӗ-тӗк çанталăк часах ăшăтмасть
Раштав уйăхӗн 9-мӗшӗ – Юрий, Егор. Ку кун сивӗ-тӗк çанталăк часах ăшăтмасть. Çак кунччен пӗтӗм парăма парса татмалла. Ват сурăхсем чамине пӗлмесӗр утă çиме пуçлаççӗ-тӗк – çил-тăман тухасса.
• Раштав уйăхӗн 10-мӗшӗ – Роман. Ал ӗçӗ тума юрамасть. Пулла каймалла мар, пурпӗр ăнмасть. Çак кун çанталăк улшăнсах тăрсан хӗлӗпе çапла пулать.
• Раштав уйăхӗн 11-мӗшӗ – кӗпшӗл кайăк кунӗ. Çак кун кӗпшӗл чӳрече патне килсе сас пани – ырă паллă. Çын çак кайăк хыççăн кайса хăйӗн телейне тупма пултарать-мӗн.
• Раштав уйăхӗн 12-мӗшӗ – Парамон. Çак кун урай шăлма та, çума та юрамасть. Юлташсемпе тăвансем патне хăнана каймалла.
• Раштав уйăхӗн 13-мӗшӗ – Андрей. Уяр та сивӗ пулсан çитес çул тырпул ăнса пулать. Ал ӗçӗ тума юрамасть.
• Раштав уйăхӗн 14-мӗшӗ – Наум. Кӗнеке вуламалла, тӗпчевсем ирттермелле, ăс паракан кино пăхмалла – кӗскен каласан, пӗлӗве ӳстермелле. Çак кун çумăр е юр çусан тата виçӗ кун çăвать тет.
• Раштав уйăхӗн 15-мӗшӗ – Аввакум. Лапка-лапка юр çусан çулла курăк ăнса ӳсет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев