Патшалăх услугисен харпăр кабинетне кӗме ултавçăсем икӗ схемăпа усă кураççӗ
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх ултавçăсен пӗрремӗш схеми – преступниксем çыхӑну операторӗ ятӗнчен шӑнкӑравлани. Номерпе малалла та усă курма шăнкăравлакансем договора тӑсмаллине пӗлтереççӗ. Телефон çине килнӗ кода калама ыйтаççӗ. Анчах ултавçăсем кодпа Патшалăх услугисен харпăр кабинетне кӗме усă кураççӗ, парольсене улăштараççӗ.