Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх услугисен харпăр кабинетне кӗме ултавçăсем икӗ схемăпа усă кураççӗ

ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх ултавçăсен пӗрремӗш схеми – преступниксем çыхӑну операторӗ ятӗнчен шӑнкӑравлани. Номерпе малалла та усă курма шăнкăравлакансем договора тӑсмаллине пӗлтереççӗ. Телефон çине килнӗ кода калама ыйтаççӗ. Анчах ултавçăсем кодпа Патшалăх услугисен харпăр кабинетне кӗме усă кураççӗ, парольсене улăштараççӗ.

Усă курма пăрахнă, вăхăтӗнче харпăр кабинета уçма усă курнă телефон номерӗсемпе харпăр кабинета лӗкни – ултавçăсен тепӗр сарӑлнӑ схеми. Çӗнӗ çын çине регистрациленӗ телефон номерӗпе усă курса (ултавçăсен телефонӗ çинех код килет) маларах уçнă харпăр кабинета лекеççӗ. ЕСИА урлă онлайн микрозаймсем илме заявкăсем яраççӗ. Кун пек чухне ултавçăсен серепине лекнине сиссе те юлаймастăн.

Патшалăх услугисен порталӗнче телефон номерне улӑштарас тесен, кабинета кӗрсе, телефонпа юнашар кнопка ҫине пусмалла, ҫӗнӗ номере палăртмалла. Кивӗ номер алăра ҫук пулсан, паспортпа  е СНИЛСпа  пулӑшу центрне кайса, çӗнӗ номере палăртмалла.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность мошенники