Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суд акчӗсене интернетра вырнаçтарӗç

ТР Юстици министерстви республикăра пурăнакансене 2008 çулти декабрӗн 22-мӗшӗнче тухнă «Об обеспечении доступа к информации о деятельности судов в Российской Федерации» 262 № Федераци законӗпе килӗшӳллӗн суд акчӗсене Тутарстанра Миравай судьясен официаллă порталӗнче пичетлени çинчен пӗлтерет.

Ведомство уйрăмӗн пуçлăхӗ Адель Бадреева пӗлтернӗ тăрăх, порталта суд пăхса тухакан ӗçсен сведенийӗсене (регистраци номерӗсене, вӗсен ячӗсене е тавлашу мӗнпе çыхăннине, суд участникӗсене, ӗçсем мӗнле иртни çинчен информацие, суд акчӗсене) вырнаçтараççӗ.

Анчах суд акчӗсенче патшалăх хăрушсăрлăхӗпе, çемье хутшăнăвӗсемпе, çул çитмен ачасен прависемпе тата госпитализаципе çыхăннă информаци пулсан вӗсене интернета вырнаçтарма юраманнине те каласа хăварнă Аделя Владимировна.

Интернетра вырнаçтарнă суд акчӗсем  порталăн электронлă архивӗнче упранӗç.

Скриншота mirsud.tatarstan.ru сайтран тунă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество