Апачӗ тутлă пултăр!
«Хӗрлӗ сарă юмах» салат Крабовăй палочкине тата ананаса турамалла та корейла кишӗрпе хутăштармалла. Майонеза вӗтетнӗ ыхрапа вӗттӗн туранă петрушкăпа пӗрлештермелле, унтан хатӗр соуса ытти ингредиентсем çине хушса пăтраштармалла. 300 г корейла кишӗр, 200 г консервăланă ананас, 200 г крабовăй палочки, 3 кашăк майонез, кăштах ешӗл петрушка, 1 шăл ыхра кирлӗ.