Фарид Мухаметшин: «Сирӗн тӗслӗхӗрпе çитӗнекен ăрăва воспитани памалла»
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Пӗтреç районӗнче пурăнакан ветерансене – Исмаил Габидуллина, Василий Литвинова, Халиса Набиуллинăна, Екатерина Павловăна, Мария Чепелкинăна тата Нина Яковлевăна «Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул 1941-1945çç.» юбилейлӗ медаль панă. Чаплă мешехе паян, февралӗн 26-мӗшӗнче Пӗтреç районӗн совечӗн отчет ларăвӗ шайӗнче «Кинокадр» кинотеатрта иртнӗ.