Раççейре «Ура Победе!» акци пуçланчӗ
«Ура Победе!» акци шайӗнче Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи юрă-кӗвӗсене телефон çине шăнкăрав е гудок вырăнне лартма пулни пирки РФ цифра аталанăвӗпе çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗн çумӗ Белла Черкесова пӗлтернӗ.
Белла Черкесова каланă тăрăх, акцие мобиллӗ операторсем пурте хутшăнаççӗ. Кун валли 1945 кӗске номерпа шăнкăравласа «Катюша», «Синий платочек», «Темная ночь», «Нам нужна одна победа», «Прощание славянки» кӗвӗсем хушшинче кăмăла кайнине суйласа илмелле. Унсăр пуçне палăртнă номерпа шăнкăравласа Юрий Левитан вуланă Совинформбюро сводкисене те итлеме май пур.
Пӗрремӗш хут «Урра Победе!» акци 2010 çулта иртнӗ. 2020 çулта унта 21 миллион çын хутшăннă.
Скриншот may9.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев