Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Кашни районта республика е регионсен хушшинчи шайри пӗр мероприяти те пулин ирттерме тăрăшмалла

Ку çула палăртнă мероприятисен программине, чăвашсен паллă çыннисене халалласа асăну хăмисем уçассине, Иван Яковлевăн палăкне Хусанта лартассипе малалла ӗçлессине, ятарлă çар операцине хутшăннисене гуманитари пулăшăвӗпе тивӗçтерессине – çак тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗç Чăваш наципе культура автономи Канашӗн черетлӗ ларăвӗнче.

Автономи Канашӗн ларăвӗ Хусанти Туслăх Çуртӗнче февралӗн 22-мӗшӗнче иртрӗ. Ун ӗçне районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем, ТР Халăхсен çамрăксен ассамблейин Чăваш çамрăкӗсен уйрăмӗн пайташӗсем, ЧНКА шутне кӗрекен тӗрлӗ пӗрлешӳсен лидерӗсем хутшăнчӗç. Ларăва ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев йӗркелесе ертсе пычӗ. Кун йӗркинче икӗ тӗп ыйту: иртнӗ çулти пӗтӗмлетӳсене тăвасси тата ку çула ӗç планне йышăнасси.

42 пысăк ӗç

Лару 2024 çулта пурнăçланă ӗçсемпе проектсене пӗтӗмлетнинчен пуçланчӗ. Константин Малышев палăртнă тăрăх, календарлă плана кӗнӗ ӗçсем пурте пурнăçланнă. Кашни районта чăваш культурипе йăли-йӗркине упраса хăварассипе çыхăннă мероприятисем иртнӗ. Пысăккисен шутӗнче – Уяв (Элкел районӗ, Сиктӗрме), Учук (Элмет районӗ, Патраклă), Чӳклеме (Теччӗ районӗ, Кăнна Кушки), Акатуй (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи).

Пӗлтерӗшлисен шутне пӗлтӗр, апрелӗн 25мӗшӗнче, Пăва хулинче Иван Яковлевич Яковлева халалласа палăк уçнине кӗртмелле. Çӳллӗ шайра иртнӗччӗ мероприяти. Палăка уçнă çӗре Тутарстанран кăна мар, ытти регионсенче пурăнакан чăваш хастарӗсем те хутшăнчӗç. Раççей чăвашӗсен федераллă Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ, РФ Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов килни пысăк сум кӳчӗ çак мероприятие. Çак шутах Чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав конференцине, «Сувар» республика хаçачӗн 30-çуллăхне палăртнине, чăваш халăхӗн паллă юрăç-поэчӗн,  фронтовик-поэтăн В.А.Урташăн 100-çуллăхне ирттернине кӗртмелле. Асăннă мероприятисем регионсен хушшинчи çӳллӗ шайра иртрӗç. Паллах, Мускаври Акатуя (унта Тутарстанран пысăк делегаципе хутшăнтăмăр. – Авт.) кайса килнине асăнса хăвармалла. Уйрăммăн ятарлă çар операцине хутшăннисене гуманитари пулăшăвӗпе тивӗçтернине палăртмалла. Ку çулти ӗç программине хальлӗхе 29 мероприяти кӗнӗ. Вӗсенчен йышлă пайӗ паллă ӗнтӗ Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне палăртассипе çыхăннă. «Кашни районта республика е регионсен хушшинчи шайри пӗр мероприяти те пулин ирттерме тăрăшмалла», – терӗ Константин Малышев ӗç планне пӗтӗмлетсе.    

Иртнӗ çул Раççейре Çемье çулталăкӗ пулнă май, ăна халалланă мероприятисем йышлă иртрӗç. Республика шайӗнче йӗркеленӗ нумай проекта чăваш çемйисем хутшăнчӗç. Тӗрлӗ тапхăрсенчен тăнипе çур çула яхăн пыракан «Ничкебил» çемье фестивальне те районсенчен чăвашсем йышлăн хутшăнчӗç, Çӗпрелӗнчи Хулаçырминче пурăнакан Мокшинсем финала тухни пысăк çитӗнӳ пулчӗ.

Константин Малышев палăртнă тăрăх, пӗлтӗр пӗтӗмпе 42 пысăк пӗлтерӗшлӗ мероприяти ирттернӗ. Унсăр пуçне районсенчи ЧНКЦсен хăйсен ӗç планӗ пур.

ЧНКА çумӗнче йӗркеленнӗ пӗрлешӳсен ӗçӗсем

Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ӗçӗпе унăн председателӗ Сильвия Чаркина паллаштарчӗ. Ун сăмахӗпе, Союз йӗркеленнӗренпе икӗ çул кăна çитнӗ пулин те тунă ӗçсем сахал мар. «Пирӗн тӗп тӗллев республикăра пурăнакан чăваш хӗрарăмӗсене тӗрлӗ енлӗ пулăшу парасси, тăван культурăна упрас ӗçе тӳпе кӗртесси», – терӗ Сильвия Чаркина. Ун сăмахӗпе, хӗрарăмсен пӗрлешӗвӗ СВОна хутшăннисене гуманитарлă пулăшупа тивӗçтерес ӗçсене активлă хутшăнать. Волонтерсем йӗркелекен акцисене хутшăнса кирлӗ япалапа, укçан та пулăшаççӗ. «Паян кăна акă Çырчаллинчи уйрăм активисчӗсем, «Чӗкеç» халăх фольклор ансамблӗн ертӳçи Елена Кондюкова пуçарăвӗпе СВОна хутшăннă салтаксем валли эмелсем илме 24 пин тенкӗ ытла пуçтарса пачӗç. Çак ӗçе эпир тăтăш илсе пыратпăр», – терӗ Сильвия Чаркина. Çывăхри пысăк ӗçсен шутӗнче – «Тутарстан Чăваш пики – 2025» илемпе пултарулăх конкурсне ирттересси.

Тутарстанри Халăхсен çамрăксен ассамблейи шутне кӗрекен Чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗ питӗ те хастар ӗçлет. Çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене пӗрлешӗвӗн ертӳçи Елизавета Савелькина турӗ. «Пӗлтӗр эпир питӗ тухăçлă ӗçлерӗмӗр», – хавхаланса пуçларӗ вăл хăй сăмахне. Ку чăн та çапла. Çамрăксем çӗнӗлле ӗçлеме тăрăшаççӗ. Нумай проекта грант пулăшăвӗпе пурнăçлани тӗслӗхлӗ пулăм, çав шутра аслисемшӗн те. Сăмахран, подкастсем çыртарса чăваш чӗлхипе культурин аталанăвне пысăк тӳпе кӗртрӗç вӗсем. Спикерсен шутӗнче тӗрлӗ сферăра ӗçлекен паллă чăваш çыннисем пулчӗç. Пысăк мероприятисен шутӗнче – Раççей чăваш çамрăкӗсен форумӗ (вăл Хусанти «Дуслык» ача-пăча лагерӗнче тӗпленчӗ), Сиктӗрмере иртнӗ «Аталан» фестиваль, Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗнчи «Аталан» вӗренӳ форумӗ. Елизавета Савелькина сăмахӗпе, кăçалхи ӗç планӗ те вӗсен пӗчӗк мар.

Съезд ирттересшӗн

Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн ӗçӗсемпе ун председателӗ Ирина Трифонова паллаштарчӗ. Курăмлă ӗçсен шутне пӗлтӗр чăваш халăх поэчӗн Н.И. Полоруссов-Шелепин вилтăприйӗ çинчи (ăна Шупашкарта пытарнă) палăкпа картине тӗпрен çӗнетнине, ТР Наци библиотекине Тутарстанри чăваш писателӗсемпе поэчӗсен кӗнекисене управа панине, союзăн пӗрремӗш председателне Н.М.Сорокина халалласа Теччӗри Аслă Ăнăра творчествăлла тӗлпулу ирттернине, Чăваш кӗнеке издательствинче нумай çыравçăн кӗнекисем пичетленнине, В.А.Урташпа М.И.Захаровăн (иккӗшӗ те фронтовик поэтсем) 100-çуллăхне халалланă мероприятисене йӗркеленӗ çӗре хутшăннине, Уявра çуллен регионсен хушшинчи шайра «Хусанкай урамӗ» литература фестивальне йӗркеленине кӗртрӗ. Çывăхри планра Чăваш çыравçисен союзӗн сьездне йӗркелесе ирттересси.

Спикерсем тухса калаçнă хыççăн ытти ыйтусене сӳтсе яврӗç. Чистай районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Петр Плотников Иван Яковлевичăн палăкне Хусанта ларттарассипе ӗç мӗнле пынипе интересленчӗ. Ку ӗçе ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев пулнă чухне пуçарнăччӗ. Ирина Трифонова палăртнă тăрăх, ЧНКА енчен ку енӗпе республика ертӳçисем, Хусан хулин Ӗçтăвкомӗ патне çырупа тухнă. Хула мэрийӗнче лару та ирттернӗ çак ыйтупа. Константин Малышев сăмахӗпе, Иван Яковлева палăк лартасси чăвашсене влаçсем сӗннӗ вырăн килӗшменнипе те тытăнса тăрать. Ларура патриархăмăра палăк лартассине çӗнӗ ӗç планне кӗртме йышăнчӗç.

Элметри ЧНКЦ пайташне Владимир Кожукова «Сувар» хаçатăн лару-тăрăвӗ хумхантарать. Ун шучӗпе, чăвашла тухса тăракан республика хаçатне тӗрев памаллах. Çавăнпа хăй енчен ЧНКЦ председателӗсене «Сувара» çырăнтарассипе активлăрах пулма ыйтрӗ.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ЧНКА в РТ