г. Казань
Кӑрлач уйӑхӗнче Анат Камăри А.А.Шаповалов ячӗллӗ 31№ шкулта «Халӑх тумӗ» ятпа иртнӗ конференци-конкурса пирӗн гимназире 8-мӗш класра вӗренекен Аэлита Краснова та хутшӑнчӗ.
Аксу районӗнчи Емелькино шкулӗнче вӗренекенсен ырă йăла пур – вӗсем кашни çуркунне ӗç урокӗсенче шăнкăрч йăвисем туса хатӗрлеççӗ те вăрман ӗçченӗсене параççӗ. Вăрманçăсем вара хатӗр йăвасене вăрманта çакса тухаççӗ.
1-мӗш класра «Чи тӗлӗнмелле саспалли» проект конкурсӗ иртрӗ. Унӑн тӗллевӗ – вырӑс алфавитӗнчи саспаллисене пӗлнине çирӗплетесси, вырӑс чӗлхипе, литературипе интереслентересси, пултарулӑха аталантарасси.
Мартăн 19 – 21-мӗшӗсенче Хусанта «Моя Россия: музыкальное путешествие» Пӗтӗм Раççейри фестиваль иртрӗ. Ăна РФ тава тивӗçлӗ артисткин, 2002 çулта «Мисс Вселенная» ята илнӗ Оксана Фёдорован фончӗ Президентăн культура пуçарăвӗсен фончӗ тӗрев панипе йӗркеленӗ. Фестиваль тӗллевӗ – нацин культура еткерне чапа кăларасси, классика музыкине суйласа илнӗ пултаруллă çамрăксене пулăшасси тата классика музыки çине таянса çӗршывăн регионӗсене пӗрлештересси.
0