Чăваш хӗрӗ 2-мӗш  вырăна тивӗçнӗ
Анат Кама (Нижнекамский)

Чăваш хӗрӗ 2-мӗш вырăна тивӗçнӗ

Кӑрлач уйӑхӗнче Анат Камăри А.А.Шаповалов ячӗллӗ 31№ шкулта «Халӑх тумӗ» ятпа иртнӗ конференци-конкурса пирӗн гимназире 8-мӗш класра вӗренекен Аэлита Краснова та хутшӑнчӗ.

«Музей экспоначӗ» номинацире хăйне тивӗçлӗн кăтартма ӑна чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ О.Г.Тудиярова тата педагог-организатор Н.Ю.Ильдерянова пулӑшрӗç. Аэлита чӑваш хӗрарӑмӗн çи-пуçӗ, атă-пушмакӗ çинчен каласа пачӗ, жюри пайташӗсене чӑваш тӗррин тӗрлӗ енӗсемпе, вӗсен пуянлӑхӗпе паллаштарчӗ. Хамăр таврари халăхсемпе нумай пӗрпеклӗх пуррине те палăртрӗ чăваш гимназийӗн вӗренекенӗ. 

Аэлита çак конкурсра 2-мӗш вырăн йышăнчӗ. Эпир ăна саламлатпăр, пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр. 

 

Олеся Георгиевна ТУДИЯРОВА, чăваш чӗлхипе  литература вӗрентекенӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


Образование Нижнекамск

Нет комментариев