Йăлтах саспаллирен пуçланать
Анат Кама (Нижнекамский)

Йăлтах саспаллирен пуçланать

1-мӗш класра «Чи тӗлӗнмелле саспалли» проект конкурсӗ иртрӗ. Унӑн тӗллевӗ – вырӑс алфавитӗнчи саспаллисене пӗлнине çирӗплетесси, вырӑс чӗлхипе, литературипе интереслентересси, пултарулӑха аталантарасси.

Вулани ӑс-хакӑла, тимлӗхе аталантарать, тавралӑхпа ача хушшинчи çыхӑнӑва çирӗплетет. Анчах, шел пулин те, хальхи ачасен вулас кӑмӑл питех аталанман. Çавăнпа ку ӗçре ашшӗ-амӑшӗн пулӑшмалла. Конкурс, вӑйӑ, илемлӗ пултарулӑх урлă интереслентерме пулать. 

Çавӑнпа та учительсем вӗренекенсене хӑйсен алфавитне тума сӗнеççӗ. Ачасем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗç, ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле хӑйсен сӑнарӗсене шухӑшласа кӑларчӗç. Питӗ усăллă пулчӗ ку.

 

Ангелина Владимировна КОЗЛОВА, пуçламӑш классен вӗрентекенӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


Образование Нижнекамск

Нет комментариев