Педагог-ветерана уяв ячӗпе саламланă
Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекен кунӗ умӗн Раççейри шкул ачисем педагогика ӗçӗн ветеранӗсем патне çитсе тав сăмахӗ калама тăрăшаççӗ. Çак тӗллевпе октябрӗн 2-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи шкулта тăваттăмӗш класра вӗренекенсем класс ертӳçипе Светлана Геннадьевна Головинапа пӗрле Геннадий Карсаков патне пынă.