Октябрьтен республикăри шкулсенче «Школьный бизнес-старт» проект хута каять
«Школьный бизнес-старт» республика программи пурнӑçланма тытăннăранпа виçӗ çул хушшинче унта Тутарстанăн 34 пин ытла вӗренекенӗ хутшӑннӑ. Проект тӗллевӗ – республика пуласлăхӗ валли кадрсен резервне туса хурасси.
«Школьный бизнес-старт» республика программи пурнӑçланма тытăннăранпа виçӗ çул хушшинче унта Тутарстанăн 34 пин ытла вӗренекенӗ хутшӑннӑ. Кун пирки журналистсемпе тӗл пулсан ТР экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ, предпринимательство аталанăвӗн департамент директорӗ Наталья Кондратова пӗлтернӗ.
Тутарстан Раисӗ Рустам Миннихановăн пуçарăвӗпе йӗркеленнӗ «Школьный бизнес-старт» проект 2022 çултанпа «Эффективная и конкурентная экономика» наци проекчӗпе пурнӑçланса пырать. Унӑн тӗп тӗллевӗ – 5-7-мӗш классенче вӗренекенсене, çав шутра пӗчӗк хуласемпе ялсене пурăнакан ачасене те предприниматель ӗçӗпе тата компетенцийӗсемпе паллаштарасси, ӗçлеме хăнăхтарасси.
«Проект ӗçне çак хушăра Хусанти, Çырчаллинчи, Элметри, Анат Камӑри 180 яхăн шкулӗпе тата 30 муниципаллӑ районăн вӗренекенӗсем хутшӑнчӗç. Кӑçалхи программӑна 6-8-мӗш классенче вӗренекен 11 пин ытла шкул ачине явӑçтарма палӑртатпӑр», – пӗлтерчӗ Наталья Кондратова.
2025 çулта программӑна инженери, IT тата математика шкулӗсенче вӗренекенсене предприниматель ӗçӗпе интереслентерес тӗллевпе çӗнетме тӗллев лартнă.
«Школьный бизнес-старт» проектӑн тӗп тӗллевӗ – республика пуласлăхӗ валли кадр резервӗ туса хурасси, çӳллӗ технологисемпе наукӑпа çыхӑннӑ промышленность отраслӗсем валли стартапсем хатӗрлеме, çырма пултаракан специалистсене хатӗрлесси.
Сăнӳкерчӗк: https://mert.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев