СВО паттăрӗсемпе волонтерсем çинчен çырнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен пӗрремӗш хăтлавӗ Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче иртрӗ
Мӗншӗн пӗрремӗшӗ ку ялта-ха? Сăлтавӗ чăннипех те пӗлтерӗшлӗ – Тутарстанран ятарлă çар операцине хутшăннă чăвашсенчен Раççей Геройӗн ятне (шел, вилнӗ хыççăн) пӗрремӗш тивӗçнӗ Владимир Николаевич Козин шăпах çак ялта çуралса ӳснӗ. Ентешӗмӗрӗн паттăрлăхӗ пирки пӗлсен ун чух Ирина Кузьмина ятарласах Владимир Козинăн çывăх тăванӗсемпе тӗл пулчӗ, «Сувар» валли пысăк материал çырчӗ. Палăртса хăвармалла, ку çемьерен Тăван çӗршыва хӳтӗлеме СВОна виççӗн тухса кайнă – пиччӗшӗпе шăллӗ Владимирпа Николай тата вӗсен пӗртăванӗн ывăлӗ Николай – пурте Козинсем. Шел, пӗрне те каялла сывă таврăнма пӳрмен... Козинсем çинчен çырнă очерк кӗнекере паллă вырăн йышăнать. Çавăнпах пирвайхи хăтлава ку ялта ирттерме палăртрăмăр та.