Комсомол кунне халалласа – çавра сӗтел
Октябрь уйӑхӗнче П.В.Дементьев музейӗнче иртнӗ «Комсомол – манăн çамрăклăх, манăн шăпа» çавра сӗтеле Упи ялӗнчи комсомолецсем пуçтарăнчӗç.
Октябрӗн 29-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче иртнӗ «Комсомол – манăн çамрăклăх, манăн шăпа» çавра сӗтеле Упи ялӗнчи комсомолецсем пуçтарăнчӗç.
Ертсе пыракансем ВЛКСМ историне аса илчӗç, йăли-йӗркипе, Пӗтӗм Раççейри комсомол юхăмӗпе электронлă хăтлав урлă паллаштарчӗç. Çавра сӗтел хушшинчи калаçура чӗннӗ хăнасем хăйсен комсомолла çамрăклăхне тепӗр хут таврăнчӗç. Альбомри сăнӳкерчӗксене пăхса астăвăма çӗнетрӗç.
Хӗрлӗ галстук çыхтарса пионера, кайран комсомолецсен йышне илнине, кăкăр çине комсомол значокӗ çакнине, билет тыттарнине, устав вӗреннине аса илчӗç. Ушкăнпа субботниксене çӳрени, Упири пахча çимӗç типӗтекен заводра ӗçлени, ватă çынсене тимуровецсен ушкăнӗпе пулăшма кайни те куç умне тухрӗ. Халь çак юхăмăн ӗç-хӗлӗ пирки аса илсе калаçмалли çеç юлчӗ.
Мероприятин иккӗмӗш пайӗнче комсомол юхăмне халалласа йӗркеленӗ викторинăна хутшăнса çамрăклăха таврăнчӗç, тӗрлӗ ыйтусене хуравларӗç.
Комсомол вăхăтӗнчи хаваслă вăхăтсене аса илсе юрăсем юрларӗç: «Не расстанусь с комсомолом», «Комсомольцы, добровольцы», «Комсомол», «Мой адрес Советский Союз»… Çак тӗлпулу унта хутшăнакансен чӗрисенче ăшă туйăмсем çуратрӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев