«Юман» Санкт-Петербургри чăвашсен тӗслӗхӗпе ӗçлет
Нева хӗрринчи хулара Çурçӗр-Хӗвеланăçри икӗ хастар чăваш организацийӗн ертӳçисен ӗçлӗ тӗлпулăвӗ иртрӗ. Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн пайташӗ Валериан Анатольевич Гаврилов тата Ненец автономи округӗнчи «Юман» чăваш ентешлӗхӗн председателӗ Виталий Антонович Михайлов виçӗ çул каялла алă пуснă килӗшӳре палăртнă ӗçсене пӗтӗмлетрӗç.
Тӗлпулура «Юман» ентешлӗх виçӗ çул хушшинче пухнă ăнăçлă опыта сӳтсе яврӗç. Грант çырса ăна пурнăçлама, организацие аталантарма Валериан Гавриловăн сӗнӗвӗсем пулăшнă.
Çитӗнӳсем вара тӗлӗнтереççӗ. Паянхи кун «Юман» чăвашсен ентешлӗхӗ Ненец автономи округӗнче грантсене пурнăçа кӗртессипе регионта малтисен шутӗнче. Çӗнсе илнӗ укçа-тенкӗпе усă курса регионта чăваш культурине упраса хăварас тата сарас тӗллевпе анлă мероприятисем тăтăшах ирттереççӗ. Вӗсен шутӗнче Чăваш Енри пултарулăх коллективӗсен гастролӗсем, ятлă-сумлă спортсменсем хутшăнакан кӗрешӳ турнирӗсем, çавăн пекех тӗрлӗ уявсене халалланă концертсем тата ытти мероприятисем.
Санкт-Петербургри тӗлпулу Виталий Михайлов Калининградри регионсен хушшинчи «Наше поколение за мир и единение!» форума хутшăннă хыççăн иртрӗ. Нацисен хушшинчи туслăха çирӗплетме пысăк тӳпе хывнăшăн «Юман» ентешлӗхӗн председателӗ Раççей Халăхсен ассамблейин Тав çырăвне илме тивӗçнӗ. Форумăн дискусси площадкинче Виталий Антонович ытти регионсенчи ӗçтешӗсене хăйӗн опычӗпе паллаштарнă. Вăл нацисен хушшинчи хутшăнусене килӗштерсе йӗркелемелли меслетсем тата çамрăксемпе ӗçлемелли мелсем çинчен каласа панă.

Тӗлпулура малалла пӗрле ӗçлемелли çӗнӗ плансене те палăртрӗç. Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗпе «Юман» ентешлӗх Федерацин Çурçӗр-Хӗвеланăç округӗнчи чăваш организацийӗсене пӗрлештерес тӗллевлӗ мероприятисене пӗрле ирттерме йышăнчӗç. Ку регионсен хушшинчи культурăпа ӗçлӗ çыхăнусене малалла та çирӗплетме пулăшӗ.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев