Çӗнӗ çулта та пӗрле пулар – «Сувара» кашни килте вулар!
Хаклă вулаканăмăрсем! 2026 çулăн 1-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани вӗçлениччен нумай та вăхăт юлмарӗ. Раççей Почти халӗ унчченхи пек декабрь уйăхӗн вӗçӗчченех тăсмасть çырăнтарăва, маларах вӗçлет. Çавăнпа та «Сувара» çӗнӗ çултан илсе тăмашкăн çак кунсенчех çырăнма тăрăшăр. Паянпа ыран – декабрӗн 12-13-мӗшӗсенче – йӳнерехпе çырăнса юлма май пур. Апла-тăк, хаклă вулакансем, пур çăмăллăхсемпе усă курса юлма тăрăшăр.