Çӗнетнӗ кӗперсем пурнăç пахалăхне ӳстереççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнетнӗ кӗперсем пурнăç пахалăхне ӳстереççӗ

Тутарстанра 2025 çулта «Пурнӑçшăн инфраструктура» наци проекчӗ шайӗнче пӗтӗмӗшле 675 метр тӑршшӗ çӗнетнӗ 16 кӗпере хута янӑ. Кун пирки ТР Транспорт тата çул-йӗр министерствин пресс-служби пӗлтернӗ

 

Кăçал республикӑра пурӗ 23 объектра ӗçе тытăннă. Вӗсенчен çиччӗшӗнче (пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 446 погон метр) 2026 çулта ӗç малалла тӑсӑлӗ.

Панӑ объектсен хушшинче – Менделеевск районӗнчи Камай ялӗнчи Возжайка шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер, Рыбно-Слободски районӗнчи Ямаш ялӗнчи Ачису шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер, çавӑн пекех Çарӑмсан районӗнчи «Лениногорск – Çарӑмсан» автоçул иртекен юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер.

Регионшăн пӗлтерӗшлӗ кӗперсене нормăра кăтартнă пек йӗркене кӗртесси çул-йӗр тăвакансен тӗллевӗ пулса тăрать. «Балтаси – Атня» трассӑри Арборка юппи урлӑ хывнӑ, «Мӑн Кайпăç – Камылово» çул çинчи Бирля шывӗ урлӑ хывнӑ кӗперсем пирки те çакнах каламалла. Вӗсене çӗнетни транспорт системине кал-кал ӗçлеме парать, шыв юхăмӗсем, çырма-çатра урлӑ пӗр чăрмавсăр çӳреме май парать.

ТР Транспорт тата çул-йӗр министерствин автомобиль çулӗсен управленийӗн пуçлӑхӗ Карим Нурмухаметов çак мерӑсем регионӑн çул-йӗр инфраструктурине лайӑхлатнине, халӑхӑн пурнӑç пахалӑхне ӳстернине тата наци проекчӗн тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене пурнӑçлама пулӑшнине палăртнă.

Сăнӳкерчӗк mindortrans.tatarstan.ru сайтран


#ДорогиТатарстана

Нет комментариев