Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çулта та пӗрле пулар – «Сувара» кашни килте вулар!

Хаклă вулаканăмăрсем! 2026 çулăн 1-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани вӗçлениччен нумай та вăхăт юлмарӗ. Раççей Почти халӗ унчченхи пек декабрь уйăхӗн вӗçӗчченех тăсмасть çырăнтарăва, маларах вӗçлет. Çавăнпа та «Сувара» çӗнӗ çултан илсе тăмашкăн çак кунсенчех çырăнма тăрăшăр. Паянпа ыран – декабрӗн 12-13-мӗшӗсенче – йӳнерехпе çырăнса юлма май пур. Апла-тăк, хаклă вулакансем, пур çăмăллăхсемпе усă курса юлма тăрăшăр.

Редакци çырăнакансен хуш­шинче «Сувар» çырăн та музыка колонки выляса ил!» акци ирттерни пирки те аса илтеретпӗр. Унта «Сувара» 2026 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăннă кашни вулакан хутшăнма пултарать. Квитанцие (копи туса, фото ӳкерсе те юрать) редакцине хăвăра меллӗ майпа: е почта урлă 420066, г. Казань, Декабристов, д.2, Редакция газеты «Сувар» адреспа, е suvar@mail.ru электронлă адреспа, е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла. Хăвăрăн ятăр-хушаматăра, адреспа телефон номерне пӗлтерме ан манăр. Акцире çавăн пекех кил хуçалăхӗнче кирлӗ ытти япаласем, чăвашла кӗнекесем те вылянтаратпăр.  

Квитанцисене 2026 çулхи январӗн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр. Акцие февральте пӗтӗмлететпӗр. 

Чăваш пулар, пӗрле утар – кашни килте «Сувар» вулар!

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка 2026