Каннӑ вӑхӑтра асӑрхануллӑ пулӑр
Хӗл кунӗсенчи чи лайăх кану вăл – çунашкапа ярăнасси. Юлашки вăхăтра çунашкана вӗрсе хăпартнă тюбинг хӗссе кăларма пуçларӗ, халăхра ăна, формине кура ӗнтӗ, «ватрушка» теççӗ. Тюбинга пысăк хăвăртлăхне (сехетре 40-50 километр) кура та юратаççӗ пулмалла. Çапах унпа асăрханса ярăнмалла, унăн тормозӗ çук, çынна пăхăнмасть. Пысăк хăвăртлăхлă тата управлени çуккине кура тюбинг хăрушă шутланать.