Кӗнеке хӑтлавӗ тӑватӑ районта иртрӗ
«Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеки тухрӗ. Ку кӗнекене ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр чăваш салтакӗсемпе офицерӗсене халалланă.
Кӗнекене кӗнӗ паттăр салтаксемпе волонтерсем – пурте Тутарстан чăвашӗсем. 2025 çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пек иртрӗ. Çакна шута илсе «Сувар» хаçат редакцийӗ тӗп редактор, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçи Ирина Трифонова пуçарнипе тăваттăмӗш çул СВОра çӗршыв чысне хӳтӗлекен ентешӗмӗрсене халалласа кӗнеке кăларма шутларӗ. Тутарстан Республикин Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварас тата аталантарас ыйтусен комисси пулӑшрӗ ку ӗмӗте пурнӑҫлама. Асăннă комиссин председателӗ Марат Готович Ахметов, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн ертӳçи Айрат Ринатович Зарипов тӗрев панипе чăваш салтакӗсемпе волонтерсем çинчен çырнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке кун çути курчӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑри тӑватӑ районта хӑтлавсем иртрӗҫ. Сире хаклă вулакансем çак тӗлпулусем ҫинчен тепӗр хут аса илтеретпӗр.
Кӗнекен пӗрремӗш хăтлавӗ ноябрӗн 7-мӗшӗнче Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче иртрӗ. Тӗплӗнрех çак ссылкăпа кӗрсе вулама пулать. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/svo-pattarsempe-volontersem-cincen-cyrna-angel-malta-epir-un-xyccan-kneken-prrems-xatlav-kaipac-raio
Ноябрӗн 24-мӗшӗнче кӗнекен хăтлавӗ Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче пулчӗ. Мероприятие çак ялта ирттерме ахальтен суйласа илмен – ку ялта СВО паттăрӗ – Раççей Геройӗ Михаил Марцев çуралса ӳснӗ.
Декабрӗн 12-мӗшӗнче кӗнекен хăтлавӗ виççӗмӗш хутчен иртрӗ. Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнчи Культура çуртне халăх йышлăн пухăнчӗ. Салтаксен ашшӗ-амăшӗсем, тăванӗсем, ял-йыш, Аксури, Саврăшпуçӗнчи тата тавра ялсенчи волонтерсем, шкул ачисем, çар ветеранӗсем, район администрацийӗн представителӗсем, чăваш центрӗсен ертӳçисем, юнармеецсем, шкул ачисем пуçтарăнчӗç. Çавăн пекех ку хăтлава Чистай, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат тата Çарăмсан районӗсенчи салтаксен тăванӗсене те чӗнтӗмӗр.
Тӑваттӑмӗш тӗлпулу Ҫӗпрел районӗнче иртрӗ. Кунтата тӗп хӑнасем кӗнекене кӗнӗ СВО салтакӗсем, вӗсен çемйисемпе волонтерсем пулчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев