Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Каннӑ вӑхӑтра асӑрхануллӑ пулӑр

Хӗл кунӗсенчи чи лайăх кану вăл – çунашкапа ярăнасси. Юлашки вăхăтра çунашкана вӗрсе хăпартнă тюбинг хӗссе кăларма пуçларӗ, халăхра ăна, формине кура ӗнтӗ, «ватрушка» теççӗ. Тюбинга пысăк хăвăртлăхне (сехетре 40-50 километр) кура та юратаççӗ пулмалла. Çапах унпа асăрханса ярăнмалла, унăн тормозӗ çук, çынна пăхăнмасть. Пысăк хăвăртлăхлă тата управлени çуккине кура тюбинг хăрушă шутланать.

Çавӑнпа тюбингпа ятарласа хатӗрленӗ вырӑнта çеç ярӑнма юрать. Кун пек вырӑн ҫук пулсан ярӑнса умӗн малтан çула пӑхса тухмалла. 

Ытти ярӑнакансем çине тимлӗх уйӑрма ан манӑр. Вӗрсе хӑпартнӑ çунапа иккӗн е харӑсах темиçен ярӑнма та хӑрушӑ. Çав вӑхӑтрах аслисем çак йӗркене час-часах пӑсаççӗ — хӑйсен ачисемпе пӗрле тюбинг çине лараççӗ.

Ватрушкӑна сивӗре вӗрсе хӑпартрӑр пулсан, ӑна ӑшӑ пӳлӗме е автомашина салонне хурсан сывлӑша кӑштах камерӑран кӑлармалла, ӑшӑра сывлӑш сарӑлнипе камера çурӑлма пултарать.

Пӗр пӗрин хушшинче те  тюбингсене çирӗплетме юрамасть, вӗсем çаврӑнса ӳкме пултараççӗ. Вӗрсе хӑпартнӑ çунашкана транспорт хатӗрӗсем çумне те ан çыхӑр.

Хӑрушсӑрлӑх правилисенӗ пӑхӑнса тата пурне те шута илсе кӑна тӗрлӗ инкекрен сыхланма пулать.
Асӑрхануллӑ пулӑр! Хӑвӑра упрӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дети #Безопасность