Анастасия Кузьмина: «Кивӗ Киремет – паллă çынсен ялӗ»
Аксу хула евӗрлӗ поселокри 2-мӗш номерлӗ вăтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Анастасия Кузьмина «Сувар» хаçат ирттерекен «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнма «Манăн тăван тăрăхăн интереслӗ историйӗ» темăна суйласа илнӗ. Документлă фильмӗ вара «Кивӗ Киремет – Хасан Туфанăн тăван ялӗ» ятлă.