Ноябрӗн 27-мӗшӗнче Ҫарӑмсан районӗнчи Акрель ялӗнче «Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн» кӗнекен презентацийӗ иртрӗ.
Презентацие Акрелӗнче ирттерни пӗр ахаль мар, ятарлӑ ҫар операцине ку ялтан 30 яхӑн салтак кайнӑ.
Йӑвашкел ял хутлӑхӗн волонтерӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах ентеш-салтаксене чӑлха-нуски ҫыхса, ҫывӑрмалли михӗсем ҫӗлесе тата ытти чи кирлипе нумай пулӑшаҫҫӗ.
Акрелӗнчи Михаил Кваков, тӗслӗхрен, кӑҫал кӑна ытти волонтерсемпе пӗрле СВО зонине виҫӗ хутчен гуманитари пулӑшӑвӗ, ҫав шутра машинӑсем те, леҫсе килнӗ.
Тата «Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн кӗнекере" тулли мар мобилизаципе кайнӑ ял каччи Максим Крайнов ҫинчен ҫырнӑ статья та пур.
Аса илтеретпӗр, ку кӗнеке "Сувар" хаҫатӑн проекчӗ, ӑна ТР Раисӗ ҫумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурӑнакан ытти халӑхсен чӗлхисене аталантарассипе комисси пулӑшнипе пӗлтӗр кӑларнӑ.
Тӗрлӗ ялтан
Суварҫӑсемпе тӗлпулӑва акрелсемсӗр пуҫне тата йӑвашкелсем, вӑтӑрюманкиреметсем, ҫӗнйӗлмелсем те килнӗ. Хальхинче те ӑна кӗнекене кӗнӗ салтаксемпе волонтерсен сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ видеоролик уҫрӗ.
Мероприятие Сувар хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова хӑй ертсе пычӗ. Кӗнекене истори тӗрӗслӗхне сыхлас, ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршывӑн интересӗсене хӳтӗлекен ентеш-салтаксен ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас тӗллевпе кӑларнине каларӗ. Антон Хрулевӑн "Солдат" сӑввине питӗ витӗмлӗн вуласа пачӗ.
Акреле суйланӑшӑн тав
Район ӗртӳҫисенчен мероприятие Ҫарӑмсан районӗн Централизациленӗ клуб системин директорӗ И. Б. Галимов килнӗччӗ.
Суварҫӑсем вӑхӑтлӑ та кирлӗ проект пуҫарса пысӑк ӗҫ тунине палӑртрӗ вӑл, презентацие ирттерме Акрель ялне суйланӑшӑн тав турӗ.
Район администрацийӗн, Ӗҫтӑвкомӗн тата культура пайӗн ятӗнчен "Сувар" хаҫат редакторӗпе коллективне Тав ҫырӑвӗ парса чысларӗ.
Анне кунӗ
Мероприяти Анне кунӗ умӗн иртнӗрен аннесен ячӗпе нумай ырӑ сӑмах янӑрарӗ тӗлпулура. Вӗсене Йӑвашкел ял хутлӑхӗн председателӗ Ф. П. Андреев, вырӑнти шкул директорӗ Л. А.Калмыкова, Ҫарӑмсан районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Л. Д. Квакова та саламларӗҫ.
Тӗлпулӑва салтак амӑшӗсем нумайӑн килнӗччӗ. Вӗсене ҫӗршыва сыхлакан ывӑлсем ҫуратнӑшӑн тав тунинчен пуҫларӗ хӑй сӑмахне кӗнеке авторӗ Ирина Кузьмина.
"Сирӗн кӑна мар, пирӗн ывӑлсем те вӗсем, эпир те вӗсемшӗн Турра кӗл тӑватпӑр", - терӗ.
Ялти мӗнпур салтак амӑшӗн ятӗнчен Галина Васильевна Крайнова сӑмах илчӗ. Кашни анне ывӑлӗ киле часрах та ырӑ-сывӑ таврӑнасса кӗтнине куҫҫуль витӗр каларӗ.
Проект вӗҫленмен-ха
"Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн" кӗнекен тӗллевӗ ятарлӑ ҫар операцине хакласси мар, унта кайнӑ ывӑлсем, пичче-шӑллӑмсемпе мӑшӑрсем ҫинчен каласа парасси.
Проект вӗҫленмен-ха, "Сувар" хаҫат вӗсемпе малалла паллаштарать, иккӗмӗш кӗнеке те кӑларас шухӑш пур. Тӗлпулура ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсем, Андрей Малиновпа Алексей Герасимов, те килнӗччӗ. Вӗсем ҫинчен та каласа парӑпӑр-ха.
Ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн Андрейӗн ҫартан кайма тивнӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра ялта пурӑнать,.Алексей вара кӗске отпуска кӑна таврӑннӑ, кӗҫех ҫула тухмалла.
Вӗсене автор иккӗшне те сцена ҫине кӑларсах халӑхпа пӗрле тав турӗ, унтан кӗнекине парнелерӗ. Иккӗмӗш кӗнеке презентацийӗнче иккӗшне те кӗтнине каларӗ.
Салтак ачисем патне Хӗл Мучи килет
Акрель волонтерӗсем салтаксене кӑна мар, вӗсен ҫемйисене те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксен ачисене Хӗл Мучипе Юр пике килӗрен ҫӳресех саламласси йӑлара кунта.
Галина Маркелова Волонтер (унӑн мӑшӑрӗ те ятарлӑ ҫар операцийӗнче) каланӑ тӑрӑх, кӑҫал йӑлана пӑсмӗҫ, мӗншӗн тесен ачасем кӗтеҫҫӗ.
"Весна" дуэт (Елена Макаровӑпа Эльвира Савельева, Лайӑш районӗ), Любовь Захарова (Ҫӗнӗ Йӗлмел), Владимир Охотников, Татьяна Охотникова (Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗ, Чӑваш Шупашкарӗ), Валентина Артемьева (Акрель) тата Ирина Трифонова юрланӑ юрӑсем мероприятин атмосферине тата тарӑнлатса "Сувар" журналисчӗсем тӑвакан ӗҫ питӗ кирлине чунпа туйма пулӑшрӗҫ.
Кӗнеке презентацине ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайра ирттерме пулӑшнӑшӑн йӗркелӳҫӗсене тав тӑватпӑр.
Нет комментариев