Раççей Президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм Раççейри ача-пӑча кӗнекин кунне çирӗплетекен указа алӑ пуснӑ. Уява çулсерен март уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑвăпăр. Документа право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ, алӑ пуснӑ кунран вӑя кӗрет.
Указра палӑртнӑ тӑрӑх, çӗнӗ датăна вулава ачасем хушшинче сарас тӗллевпе палӑртнӑ. Пӗтӗм Раççейри ача-пӑча кӗнекин кунне ирттерме йышăнни обществӑна çамрӑк вулакансен литератури çине тимлӗх уйăрма, кӗнекепе кӑсӑкланассине ӳстерме, çитӗнекен ӑрӑва воспитани пама пулӑшмалла.
Нет комментариев