Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çӗршывăн вăйлă аграри регионӗсенчен пӗри

Ял хуçалăх продукцин калăпăшӗпе Раççейри малта пыракан пилӗк лидертан пӗри. Сӗт суса илессипе – 1-мӗш вырăнта.

 

Фото Тани Мрковой сувар2026 ҫулхи вырма кампанийӗнче аграрисем 3,8 миллион тонна тырӑ пухса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫӗ гектартан 34,5 центнер. Куккурус пирки калас-тăк, пӗтӗмпех пуçтарса шута илсен 4 миллион тонна пуласса шанса тăраççӗ экспертсем.

Çакăн пек çитӗнӳсемпе те паянхи экономика лару-тăрăвӗнче отрасле пит çăмăл тееймӗн. Юлашки пилӗк çулта  республикăра хресченсемпе фермерсен хуçалăхӗсен шучӗ сисӗнмелле чакнă –  3898 хуçалăхран 2656 юлнă. Ӗç аллисем çитменни те, аграрисем туса илекен продукцие йӳнӗ хакпа туянни те, ял хуçалăхӗнче ӗçлеме туянакан техника хакӗсем пысăк пулни те витӗм кӳнӗ çакăн çине.

Апла пулин те, ял хуçалăх ӗçченӗсене пулăшасси патшалăх енчен чакмасть. Ял хуçалăхне аталантарма йышăннă патшалăх программпе 2026 çулта 16,6 миллиард тенкӗ уйăрнă. Çапла майпа хуçалăхсем машинăпа трактор паркӗсене хамăр çӗршывра туса кăларнисемпе çӗнетеççӗ, ытларах тухăç паракан, продукцине хаклăрах хакпа сутма май пур культурăсен вăрлăхӗсене туянаççӗ.

Кăçал  тăхăр уйăхра Тутарстан банкӗсем агропромышленность комплексне (АПК) аталантарма 20,2 миллиард тенкӗ уйăрнă, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 44 процент ытларах. Фермер хуçалăхӗсем 397 миллион тенкӗ çăмăллăхлă кредитсем 9 процентпа  илнӗ.  

Т.Маркова сăнӳкерчӗкӗ.


АПК

Нет комментариев