«Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне» килнӗ тепӗр заявка Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи шкулӗнчен. 6-мӗш класра вӗренекен Эвелина Ятманова «Манăн герой» темăна суйланă. «Эфирти сасă. А.Ф. Черновăн çул-йӗрӗ» документлă кино ӳкерсе куракана Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă мăн кукашшӗпе Андрей Федотович Черновпа паллаштарать.
– «Сувар» хаçат йӗркеленӗ «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хаваспах хутшăнатăп. Ман шутпа герой ятне хăюллă, ӗçчен, тăван çӗршыва юратакан çын кăна тивӗç пулма пултарать. Манăн герой – мăн кукаçи, вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă», – мӗншӗн «Манăн герой» темăна суйланине ăнлантарать Эвелина. Мăн кукашшӗ Андрей Федотович чăнах та йăх паттăрӗ. Фронтран сывă таврăннăскер, вăрçă вăхăтӗнче юхăннă тăван хуçалăха ура çине тăратма нумай тăрăшнă.
Эвелина Ятманова 6-мӗш класра кăна вӗренет пулсан та питӗ маттур.
«Питӗ тăрăшуллă хӗрача вăл пирӗн, «5» паллӑсемпе вӗренет. Мӗнпур енӗпе хастар. Конкурссене, конференцисене, олимпиадăсене хутшӑнса малти вырӑнсем йышӑнать. Паян та акă вырăс чӗлхипе иртекен олимпиадăн район тапхăрне кайрӗ-ха. Çитӗнӗвӗсем пысӑк пулнипе Эвелина кӑçал районти чи пултаруллă ачасемпе пӗрле республика Ёлкине кайма тивӗçлӗ терӗç», – пӗлтерчӗ Çӗнӗ Упи шкулӗн тăван чӗлхепе литература вӗрентекенӗ Людмила Александровна Ярухина пирӗнпе çыхăнса. Эвелина Ятмановăна конкурса шăпах вăл тата амăшӗ, çак шкултах кӗçӗн классене вӗрентекен Нина Петровна Ятманова хатӗрлеççӗ.
4-мӗш класра (вӗрентӗвӗн 1-мӗш пусăмӗ) вӗренекенсен хушшинче чи пултаруллă ачасене асăрхаса тӗрев парас тӗллевпе Çӗпрелӗнче районти шкулсен хушшинче çуллен «Çулталăк шкул ачи» район конкурсӗ ирттерет. Эвелина Ятманова та 4-мӗш класра вӗреннӗ чухне унта хутшăннă кăна мар, «Çулталăк вӗренекенӗ» ята тивӗçнӗ.
Пуçламăш класранах тӗрлӗ шайри конференцисене хутшăнакан хӗрачашăн тӗпчев ӗçӗсем çырасси çӗнӗлӗх мар. «Мăн кукашшӗ Андрей Федотович Чернов çинчен проект çырса республика шайӗнче çӗнтерчӗ. Çак темăна малалла аталантарасшăн пулнипе «Манăн герой» темăна суйларӗ те», – каласа парать Людмила Александровна кун пирки.

Эвелинăна конкурс валли фильм ӳкерме амăшӗ Нина Петровна тата Шупашкарта пурăнакан пӗртăван аппăшӗ Ангелина пулăшаççӗ. Монтаж ӗçне аппăшӗ хăй çине илнӗ. Кадрта çаплах кукамăшӗ Александра Андреевна Федорова та пур. Вăл аса илсе каласа парать те вăрçă тата ӗç ветеранӗ пулнă ашшӗ çинчен.

Эвелина Ятманова тата спортпа туслă. Çӗнӗ Упин спорт шкулне çӳрет вăл. Пуринчен ытла йӗлтӗр спортне килӗштерет. Районта кăна мар, Пăвара, Теччӗре, Чăваш Енри Елчӗкре тата Ульяновск облаçӗнче иртнӗ ăмăртусене хутшăнма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ вăл. Çакăн пек маттур пирӗн тепӗр конкурсантка. Эвелинăна конкурсра çитӗнӳсем сунатпăр.
Ирина КУЗЬМИНА.
Ятмановсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев